1.<<Тӑван ҫӗршывӑм!
Хурӑнлӑх, юманлӑх,
Мӑн Атӑл шывӗ, сарлака Ҫавал...
Йӑмраллӑ ялӑм, хурлӑхлӑн, асаплӑн,
Килес куна валли упран вӑй-хал.
Пуласлӑха ҫапах эс ӗнентерӗн,
Ҫапах кӗтетӗн ҫут кун-ҫул, раскал.
Кӗтни те кӑлӑх пулмӗ-ши халь тетӗн,
Ӑҫтан тупайӑн паттӑрла хавал?
Ҫыр хӗрринчи лаштра та ват юманӑм,
Шыв тӗкӗрне куллен пӑхасшӑн пек
Йӑлт кайнӑ тайӑлса. Пӗлесчӗ: камӑн
Хал ҫитӗ-ши ӳсмешкӗн пур пӗрех.
Ҫак юман пек пулсан?..
Шутларӑм:
Ҫӗршывӑмҫӑм, эс — ҫакӑ ват юман.
Епле пулсан та тымарна хӑртмарӑн,
Ҫавӑнпала килес куна шанан.
>>2.<<Тӑван ҫӑршыв, хӑвна саван ачусене
Мӗскершӗн пиллӗх нихӑҫан памарӑн?
Ҫичӗ юта, Минтӑпай пек йӑх-яхсене
Эс мӗншӗн амӑш евӗр ҫупӑрларӑн?
Тӑван ҫӗршыв, хӑвна саван ачусене
Мӗскершӗн ют ҫӗре шав хӑваларӑн?
Ачашламарӑн... Чӑваш ачи чӑваш ятне
Манманшӑн пӗртте савӑнмарӑн.
Кашни чӗр чунӑн пур тӑван кӗтес.
Пӗр эс кӑна мана кӗтес памарӑн.
Хамри ӳпкевӗме мӗнле ман пӗтерес?
Ҫӑпах та эп хам чӑвашне манмарӑм.
>>3.<<Чӗремре упратӑп юрату.
Пӗр кун та эпӗ пурнаймастӑп сансӑр.
Юратупа пӗрле пурнать ман ырату,
Ачусене, ҫӗршыв-анне, пит кансӗр.
>>4.<<Юратушӑн юрату ыйтать этем.
Анчах темшӗн, ҫӗрӗм-шывӑм,
Эс ҫакна шута хумастӑн тем,
Пуласси пирки те шутламарӑн.
Ыратушӑн парнелетӗн юрату
Ютран килнӗ усалсемшӗн.
Эс упратӑн юрату мар, ырату
Хӑвӑн чи маттур ывӑлусемшӗн.>>Юхма Мишши>>